alt=

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртет

13 ноября 2015 г.

 Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш республикин вĕренÿ институчĕ 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе "Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади" ирттереççĕ.

Олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9 класра вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Олимпиада  2015 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче 13.30 сехетрен пуçласа 16.30 сехетчен пырать.

Ыйтусене хуравлама 45 минут панă.

Олимпиадăна хутшăнас текенсен 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕччен http://sdo.edu.cap.ru адреспа кĕрсе «Пĕтĕм чăваш ачисен интренет олимпиади» пайра регистрациленмелле (создать учетную запись), Олимпиада пайне кĕрсе пĕтĕмĕшле информаципе паллашмалла. 

Регистраци тăвас умĕн чăваш шрифтне хăвăр компьютера кĕртĕр, унпа усă курса олимпиада ыйтăвĕсене хуравлăр. Электрон почти урлă хуравсене йышăнмаççĕ, пăхса та тухмаççĕ.

 

Асăрхаттару!

Ыйтусене хуравлама пуçличчен регистраци карточкине тултарăр! Ку ĕçе тума "Добавить запись" сăмахсем çине пусмалла.

(республика тулашĕнче вĕренекенсем регистрациленнĕ чухне район ятне шкул ячĕ умĕн çыраççĕ.)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика