alt=

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Регионсем хушшинче наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕ иртет

17 марта 2016 г.

 

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальне ирттерет.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртет – муниципалитет тата регионсем хушшинчи тапхăр:

– муниципалитетсенче 2016 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен;

– регионсем хушшинче 2016 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче.

Фестивалĕн «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсне республикăн тата республика тулашĕн чăваш тата вырăс шкулĕнче 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Регионсем хушшинчи тапхăра хутшăнма муниципалитетра малти вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ (1 ача чăваш шкулĕнчен, тепĕр ача вырăс шкулĕнчен). Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведени (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, шкул, класс тата учитель ячĕпе хушаматне туллин кăтартмалла) ăсату хучĕпе пĕрле йĕркелÿ комитетне 2016 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: chrio6@cap.ru.

«Шевле» конкурсăн регионсем хушшинчи тапхăрне республикăн тата республика тулашĕн ял шкулĕсенче 6-9 классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ. Вĕсен литература хайлавĕн сыпăкĕ тăрăх виçĕ сехет хушшинче ÿкерчĕк хайламалла пулать. Материала конкурса хутшăнакан хăй суйласа илет: акварель, гуашь, тушь, кăранташ е ыт.

Районта çĕнтернĕ ачасен 1 ÿкерчĕкĕ, ача çинчен сведени (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, шкул, класс тата учитель ячĕпе хушаматне туллин кăтартмалла) ăсату хучĕпе пĕрле йĕркелÿ комитетне 2016 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 216-мĕш кабинет.

Телефон: 8(8352) 45-07-44.

Подробнее>>

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика