alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Хунав» фестиваль-конкурс пултаруллă ачасене йыхравлать!

11 мая 2018 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль-конкурс ирттерет.

Фестиваль-конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма районта/хулара çĕнтерÿçĕ пулнă ачасене е ача ушкăнĕсене хула е район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ тăратнă заявкăсемпе килĕшÿллĕн ирĕк параççĕ.

Фестиваль 2018 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртет (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5 çурт).

Фестиваль-конкурс 10.30 сехетре пуçланать. Регистраци 10.00 сехетрен тытăнать.

Фестиваль-конкурс номинацийĕсем:

1. «Илемлĕ чăваш юрри» (Красива и звучна чувашская песня)

2. «Асамлă юмах тĕнчи» (Волшебный мир сказок)

3. «Янра, сăввăм, хыттăнрах» (Звучи, мой стих, сильнее).

Ачасен фестивальсемпе конкурссене хутшăннă чухнехи тата çул çинчи хăрушсăрлăхĕшĕн тата сывлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тата вĕренÿ организацийĕн ертÿçисем яваплă пулнине аса илтеретпĕр.

Минобразования Чувашии обращает внимание на необходимость возложения ответственности за жизнь и безопасность детей в пути следования и при прохождении фестиваля на сопровождающих их лиц.

Питание обучающихся за счет направляющей стороны, стоимость комплексного обеда 100 рублей (в ресторане отеля «Салам»).

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ).

Телефон 8(8352) 58-46-44.

E-mail: chrio6@cap.ru .

Оргкомитет.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика