alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » «Реклама тӗнчи» конкурса хутшӑнакансене пӗлсе тӑма!

20 ноября 2018 г.

Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ Иван Яковлев ҫулталӑкне халалласа республика шайӗнчи «Реклама тӗнчи» конкурс ирттерет.

Конкурс 6 номинаципе иртет:

* «Чи лайӑх плакат (листовка, программа, тĕрлĕ хыпар тата ытти те)»;

* «Чи лайӑх афиша (пĕлтерÿ);

* «Чи лайӑх буктрейлер»;

* «Чи лайӑх буклет»;

* «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;

* «Чи лайӑх видеоролик».

Конкурса Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренÿ организацийӗсен 8-11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн организацийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче) вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Хатĕр заявкăсене тата тӳленине ӗнентерекен квитанцие chuv.reklama2018@mail.ruадреспа 2018 çулхи чÿк (ноябрь) 21-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Пултарулӑх ӗҫӗсене 2018 çулхи чÿк (ноябрь) 22-мĕшĕче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (428001, Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) халӑх умӗнче 2-3 минут хушшинче хӳтӗлемелле (презентацилемелле).

Конкурс институтӑн акт залӗнче 10 сехетре пуҫланать.  Аякра ларакансене лайӑх курӑнтӑр тесе хут ҫинче хатӗрленӗ рекламӑсене фотоаппаратпа ӳкерсе экран ҫинче кӑтартмалла хатӗрлеме ыйтатпӑр.

Регистраци 9 сехетре пуҫланать. Регистрациленнӗ хыҫҫӑн экран ҫинче кӑтартмалли материала компьютера (9.00 - 9.50 сех.) куҫарса ӗлкӗрмелле, файл ятӗнче хушамата, хӑш класра вӗреннине  кӑтартмалла.

Конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (www.chrio.cap.ru ) пĕлме пулать.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика