alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Сценарисен «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» республика конкурсне йыхравлатпăр

28 января 2020 г.

Вĕрентекенсен кулленхи ĕçне çăмăллатма çителĕклĕ чухлĕ чăвашла уяв сценарийӗ пуçтарас, тăван чĕлхене, литературине тата культурине аталантарас енпе творчествӑллӑ ӗҫлекен педагогсене тупса палăртас, вӗсен паха опытне сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» республика конкурсне ирттерет.

Конкурса хутшăнакансем:

шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем.

Конкурс номинацийĕсем:

o    «Уяв сценарийĕ»

o    «Класс сехечĕн сценарийĕ»

o    «Ача ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн сценарийĕ»

o    «Уроксем хыççăнхи мероприятин (экскурси, литература тĕпелĕ, ăс-хакăл вăййи т.ыт.) сценарийĕ»

o    «Спорт мероприятийĕн сценарийĕ»

Конкурс кӗретсӗр (заочно) формăпа иртет.

Конкурс тÿлевлĕ (хакĕ – 200 тенкĕ).

Конкурса хутшăнакан педагогăн https://forms.gle/uzjny5QFbRnWKQod9 ссылкăпа

2020-мĕш çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 23-мĕшĕччен

o      хăй хатĕрленĕ чăвашла ирттермелли мероприяти (уяв, заняти) сценарине (е мероприятисен сценарийĕсене) тата

o      квитанци ярса памалла.

Титул листне çырмалли йĕркене положенин хушăмра (приложенире) кăтартса панă.

Конкурс çинчен информацие Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтне http://chrio.cap.ru/ вырнаçтарма палăртнă. 

Çыхăну адресĕ

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).

Телефон: 8-8352-459996.

E-mail:chrio6@cap.ru .

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика