alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен тата воспитательсен конкурсне ирттерет

29 января 2020 г.

Конкурса Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури  учителĕсем тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен воспитательсем хутшăнаççĕ.

КОНКУРС КĔРЕТЛĔ ТАТА КĔРЕТСĔР МАЙПА ИКĔ ТАПХĂРПА ИРТЕТ:

1-мĕш тапхăр: кĕретсĕр (заочно)

Конкурса хутшăнас текен вĕрентекенсемпе воспитательсен 2020 çулхи ака уйăхĕн 01-мĕшĕччен chrio6@mail.ru адреспа çак документсемпе материалсене ярса памалла:

1. «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе (*doc, *docx форматсемпе 4 страницăран ытла мар хатĕрлемелле).

2. Наукăпа методика тĕлĕшĕнчен йĕркеленĕ меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем (пĕр е темиçе файл).

3. Чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн е занятин видеофрагменчĕ (10 минутран ытла мар). Видеофрагмента уçласа илмелли ссылка памалла.

4. Урокăн е занятин видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерсе пани (вырăсла е чăвашла).

Пĕрремĕш тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса жюри финалистсене палăртать. Вĕсем иккĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ.

2-мĕш тапхăр: кĕретлĕ (очно)

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртет.

2-мĕш тапхăра хутшăнаканăн:

1)    конкурса тăратнă урок е заняти фрагменчĕпе мастер-класс ирттермелле,

2)    «Чăваш тумĕ – подиум çинче» кăтартăва хутшăнмалла (учителĕн хăй тăхăннă чăваш тумĕ çинчен каласа памалла).

Конкурс материалĕсене чăвашла та, вырăсла та çырса тăратма юрать.

Конкурсăн пур тапхăрĕ те иртнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕ тата номинантсем пулаççĕ.

Конкурсăн результачĕсемпе чи нумай балл пухнă педагог конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрать.

Конкурсăн номинацийĕсем:

      -«Çĕнĕ мел шутласа кăларакан педагог» (новатор);

      -«Ăстаçă педагог»;

     -«Çамрăк педагог»;

      -«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕн чăваш чĕлхипе кăсăклантаракан воспитатель»;

      -«Меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ»;

      -«Тăван чĕлхе управçи» ятарлă номинаци.

Номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕркелÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата ятарлă парнесем парса чыслаççĕ.

Конкурс положенийĕпе тĕплĕн паллашма ыйтатпăр>>>

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).

Телефон: 8(8352)459996.

E-mail: chrio6@cap.ru .

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика