Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма!

13 февраля 2020 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2020 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет конкурса хутшăнас текенсен 2020 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://forms.gle/J4tYChxtaFQLv8p46 адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех конкурс ыйтăвĕсене хуравлама тытăнмалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравлăр. Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырăр.

Интернет конкурс  укçалла иртет.   Конкурса  хутшăнас текенсен  Раççей Сбербанкĕн кирек хăш уйрăмĕнче 300 тенкĕ тÿлемелле пулать. Тÿлени çинчен квитанци копине пуш уйăхĕн 11-мĕшĕччен chrio11@cap.ru  адреспа ярса памалла. Тÿлеменнисен ĕçĕсене пăхса тухмаççĕ.

Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика