19 мая 2020 г.
2020 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерет.
Конференци онлайн формăпа ZOOM хушăм урлă иртет, 14.00 сехетре пуçланать.
Конференцире калаçас кăмăллисен хăйсен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, ĕç вырăнне палăртса доклад темине annaerenar@mail.ru адреспа ярса памалла.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8(8352) 58-47-19 (Анна Семеновна).