alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма!

01 марта 2021 г.

Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн  кафедри 2021 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет конкурса хутшăнас текенсен 2021 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://forms.gle/FkGa4qBtYQDKiXnb9 адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех конкурс ыйтăвĕсене хуравлама тытăнмалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравлăр. Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырăр.

Интернет конкурс  укçалла иртет.   Конкурса  хутшăнас текенсен  Раççей Сбербанкĕн кирек хăш уйрăмĕнче 305 тенкĕ тÿлемелле пулать.

Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (chrio.cap.ru) паллашма пултаратăр.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика