alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » "Чăваш ачи чăвашах" фестивале хутшăнма йыхравлатпăр

09 сентября 2021 г.

2021 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 5-мĕш фестиваль иртет. Фестиваль  Калайкасси шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш районĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский район, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3)

Фестивале пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ –Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.

Фестивале виçĕ енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (шкул çулне çитмен ачасем тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ) тата «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен kalai_sh@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле. Çĕр-шыври лару-тăрăва пула фестиваль йĕрки кăшт улшăнма пултарать. Улшăнусем çинчен Калайкасси шкул сайтĕнче пĕлме пулать http://www.kalai-morgau.edu21.cap.ru.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика