Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Оратор ăстисен конкурсĕ пуçланчĕ

10 сентября 2021 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне ирттерет. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркелесе пырать.

Конкурса Чăваш Республикинчи тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурса хутшăнмалли темăсем

o   Тăван чĕлхе – пуянлăх.

o   Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр.

o   Туслăх ĕçре палăрать.

o   Мĕн вăл илемлĕх?

Конкурс чăвашла иртет. Конкурса хутшăнакансен чăвашла анчах калаçмалла.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртет:

1-МĔШ ТАПХĂР – муниципалитет тапхăрĕ – районта е хулара 2021 çулхи юпа уйăхĕн
01-мĕшĕччен иртет.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне район е хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕсем ирттереççĕ.

Педагогсене пĕлсе тăма! Конкурса хутшăнмалли заявкăна видеофайлпа пĕрле вырăнти район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайне ярса памалла. Заявкăна вĕренÿ организацийĕн (шкулăн) пуçлăхĕ алă пусать.

2-МĔШ ТАПХĂР – республика тапхăрĕ кĕретсĕр (заочно) иртет.

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта е хулара малти вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ: 5-мĕш класра вĕренекен 1 ача, 6-мĕш класра вĕренекен 1 ача.

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен:

5-мĕш класра вĕренекен 3 ача, 6-мĕш класра вĕренекен 3 ача.

Тулли информаци пĕлме конкурсăн положенийĕпе паллашма сĕнетпĕр. 

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).

Телефонсем8(8352) 45-99-96

E-mail: chrio6@cap.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика