alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Çĕр-шыври эпидемиологи лару-тăрăвне пула «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль инçет мелпе иртет

06 октября 2021 г.

2021 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 5-мĕш фестиваль инçет мелпе иртет.

Фестивале икĕ енпе хутшăнма пулать:

«Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ);

«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (шкул çулне çитмен ачасем тата пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ).

Фестивале хутшăнакансен юпа уйăхĕн 21-мĕшĕччен chavashachi_21@mail.ru электрон адреспа фестивале хутшăнассине пĕлтерни çинчен заявка тата  чăваш йăли-йĕркине вĕрентекен урокне ÿкерсе илнĕ 10-15 минутлăх видеоролик ярса памалла.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

 

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика