alt=

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » «Çĕнĕ çул саламĕ» акцие хутшăнар

13 декабря 2021 г.

Чăваш чĕлхине упрас, аталантарас тата халăх хушшинче сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе пĕрле 2021 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул саламĕ» акци ирттерет.

Акцие кирек кам та çак майсемпе хутшăнма пултарать:

1) Çĕнĕ çулпа е хĕллепе çыхăннă видео е фото ÿкермелле, вĕсем çине автор хăй хайланă салам сăмахĕсене çырмалла;

2) Çĕнĕ çул е хĕл çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ÿкермелле. Хатĕр ĕçсене #çĕнĕçулсаламĕ хештегпа Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăна е Интернетри ытти хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.

Акцие хутшăнакансене сертификат параççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон – (8352) 58-47-19 (чăваш чĕлхипе литератури кафедри).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика