Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » «Чăваш ачи чăвашах» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр

22 марта 2022 г.

2022 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртет.

Фестиваль  Калайкасси шкулĕнче 09.00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш районĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский район, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3).

Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа наци ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.

Фестивале тăватă енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ); «Тăвалла пулсан та малалла» (чăвашлăх туйăмне аталантаракан проекта вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ хÿтĕлет).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррисене ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен kalai_vr@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле. Тĕплĕнрех Калайкасси шкул сайтĕнче е ВКонтакте хутшăну тетелĕн фестиваль сообществинче пĕлме пулать.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика