alt=

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Чăвашлăха упракан çемьесен «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса хутшăнма ĕлкĕрĕр!

27 апреля 2022 г.

Чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырас, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс ирттерет.

Конкурса чăваш эткерне упракан чи пултаруллă çемьесене кĕтетпĕр.

Конкурса хутшăнас текенсен çак номинацисемпе (суйласа илсе) чăвашла видеоролик хатĕрлемелле:

  • «Эпир – туслă кил-йыш» (роликсенче хальхи çемьен пурнăçне, йыш тĕп вырăна мĕне хунине, иртнĕ тапхăра мĕнле хакланине кăтартмалла);
  • «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине кил-йышра тытса пыратпăр!» (роликсенче чăваш наци традицийĕн, чĕлхин, культурин уйрăмлăхĕсене уçса памалла);
  • «Пирĕн тăван кĕтес» (видеороликсенче тăван ял, хула, республика, вĕсен паллă выранĕсем çинчен каламалла); 
  • «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем!» (видеороликра сăмах чăваш чĕлхи çинчен, унăн историйĕ, унпа хальхи вăхăтра уявсенче, литературăра, ÿнерте, кашни кунхи хутшăнура усă курни çинчен, пуплев культурине тытса пырасси çинчен пымалла).

Видеоролика yandex е mail тÿлевсĕр усравлăха (бесплатное облачное хранилище на yandex или mail) вырнаçтармалла, унтан 2022 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен  https://forms.yandex.ru/ адреспа кĕрсе заявка тăратмалла, видеоролика вырнаçтарнă ссылка тата квитанци ярса памалла.

Конкурс тулевлĕ. Хакĕ 300 тенкĕ.

Конкурса тăратнă материал чăвашла пулмалла.

Тулли информаципе паллашма конкурс положенине тимлĕ вулама сĕнетпĕр.

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Телефон 8(8352)45-99-96 (регион аталанăвĕн центрĕ),

e-mail: chrio4@rchuv.ru; chrio18@rchuv.ru.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика