Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Халăх шкулĕ» (Народная школа) журналăн халăха вĕрентес ĕçри пĕлтерĕшĕ

16:00 22 августа 2017 г.

«Халăх шкулĕ» журнал 25 çул ĕнтĕ хăйĕн тĕп тивĕçне – учительсене вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе вăхăтра тата пахалăхлă паллаштарассине –пурнăçласа пырать. Малашне те тухăçлă аталанас тĕллевсене палăртса журнал редакцийĕ хăйĕн аслă пÿлĕмĕнче, Вĕренÿ институчĕн 203-мĕш аудиторийĕнче, дискусси площадки йĕркелерĕ. Педагогсен йăлана кĕнĕ çурла уйăхĕнчи кăçалхи конференцин «Халăх шкулне» халалланă 24-мĕш секцине пурлăх енĕпе тивĕçтерÿ тата информаципе издательство ĕç-хĕлĕн центрĕн директорĕ О.И. Прокопьев модератор пулса ертсе пычĕ. Секци ларăвне республикăри тĕрлĕ районтан килсе çитнĕ вĕрентекенсемпе методистсем, ача сачĕн воспитателĕсем, аслă шкул преподавателĕсем тата педагогика ветеранĕсем – пурĕ 30 ытла çын хутшăнчĕ.

«Халăх шкулĕ» журнала çĕнĕрен мĕнле чĕртсе тăратни тата ун кун-çулĕ çинчен Олег Георгиевич Кульев редактор тата педагогика наукисен кандидачĕ Анатолий Павлович Никитин каласа пачĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 26-мĕш çулĕ вĕçнелле малтанхи хут «Халăха вĕрентес ĕç» ятпа тухнă кăларăмăн пĕлтерĕшĕ ун чухнех пысăк пулнă, халĕ вара, çĕнĕрен вăй илнĕ хыççăн чĕрĕк ĕмĕр пĕр чарăнми тухса тăраканскерĕн пĕлтерĕшĕ çултан çул ÿссе пырать. Çакна журнал тематикăпа жанр тĕлĕшĕнчен пуянланса пыни те, вулакансемпе тачă çыхăнса ĕçлени те, номертен номере ĕлккенленсе пыни те çирĕплетет.

Тухса калаçакансем хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн та ĕнентерÿллĕн палăртни пурин кăмăлне те кайрĕ. Чи ăнăçлисене «Халăх шкулĕ» журналăн килес çĕнĕ номерĕнче пичетлеме палăртрĕç. Çавăнпа та, хисеплĕ вулакансемĕр, пирĕн кăларăмăн кăçалхи 5-мĕш номомерĕ кун çути курасса чăтăмсăррăн кĕтмелли кăна юлать. Сире валли юлмасран хăратăр пулсан – республикăри кирек хăш почта уйрăмĕнче е Интернет урлă (пирĕн институт сайтне кĕрсе) çырăнма пултаратăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика