15:09 24 августа 2017 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Г.Н. Волков академика халалланă фотовыставка ĕçлет. Ăна учительсен август конференцийĕ ĕçлеме пуçланă ятпа уçнă.
Сăн ÿкерчĕкĕсенче Геннадий Никандровича тăван çĕр-шывне – Чăваш Республикине килнĕ чухнехи самантсем сăнланса юлнă. Вĕсем паллă ентешĕмĕре учительсемпе, шкул ачисемпе, учёнăйсемпе, патшалăх тата общество çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулусенче кăтартаççĕ.
Выставка авторĕсем – паллă фотожурналист И.С. Клочков тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен А.П. Игнатьева.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии