alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Интернетпа – йăлана кĕнĕ тепĕр олимпиада

13:55 22 ноября 2017 г.

2017 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе чĕретлĕ олимпиади иртрĕ. Ăна хатĕрлесе ирттерекенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пулчĕ. Олимпиадăна 7–9-мĕш классенче вĕренекен ачасем пĕтĕмпе 417-ĕн хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш тата Тутар Республикисенчен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен пулчĕç. Ачасем мĕнле шкулта вĕреннине шута илсе олимпиада ĕçĕсене икĕ номинаципе хатĕрленĕччĕ: 1) вырăсла вĕрентекен шкулсем валли; 2) чăвашла вĕрентекен ачасем валли.

Олимпиадăн кашни тĕрĕс хуравĕшĕн 5 балл лартнă. Ыйтусене хуравласа чи нумай балл пухнисем çĕнтерÿçĕ тата призер ятне илĕç.

Олимпиадăна хутшăннине çирĕплетекен сертификатсене электрон почтăпа ярса пама палăртнă. Дипломсене Вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн центрĕнче (216 кабинет) чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа илме пулать.

Сире пурсăра та олимпиада результачĕсемпе паллашма сĕнетпĕр>>>

Олимпиадăна хутшăнакансене тата çĕнтер́ÿçĕсене ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр. Малашнехи олипиадăсенче тата та нумай балл пухмалла пултăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика