Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Шкул, ашшĕ-амăшĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕ… »

09:50 08 февраля 2018 г.

И.Я. Яковлев çулне халалласа Тутаркассинчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе шкул ачисен пĕрлĕхлĕ «Шкул, ашшĕ-амăшĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕ» темăпа республика шайĕнчи пысăк пуху-уяв  иртрĕ.

Шкул ачисем чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕреннине, тĕрлĕ енлĕ аталаннине, хăйсен пултарулăхне  ашшĕ-амăшĕсене тăрăшса кăтартрĕç. Ачасем чăваш юррисене  юрлама юратни, уроксенче тĕрлĕ вăйă выляни çинчен савăнса каласа, кăтартса пачĕç. Залри ачасем пурте пĕрле Чăваш  Республикин Гимне  илемлĕ шăрантарни ашшĕ-амăшне питĕ савăнтарчĕ. Уява шкулти пур класс та хастар хутшăнчĕ.

Чĕннĕ хăнасем Геронтий Никифоров,  Юлия Анисимова, Алина Егорова, ЧНКа ĕçченĕсем, Кăшавăшри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Евгений Майков, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Татьяна Архипова, Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче чăвашлăха аталантарас ĕçре тăрăшакан вĕрентекенсем Людмила Клементьева, Елена Михайлова, Лилия Иванова, Алина Максимова, Зоя Кузьмина, Тутаркассинчи  хĕрарăмсен комитечĕн ертÿçи Любовь Петрушкина, республика шайĕнче ирттернĕ «Чăваш тумĕ» конкурс çĕнтерÿçи Галина Павлова, «Паха тĕрĕ» фабрика  директорĕн çумĕ Маргарита Павлова уявра сăмах каларĕç, илемлĕ чăваш юррипе  саламларĕç. Тĕрлĕ конкурссенче, викторинăсенче,  олимпиадăра мала тухнă ачасен ашшĕ-амăшĕсене ЧНК Президенчĕ Н. Угаслов алă пусса çирĕплетнĕ Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Пухăва пуçтарăннисем уява йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕç, чăваш чĕлхине малалла та тăрăшса вĕренмеллине палăртрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика