Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте хаваслă линейка иртрĕ

08:37 08 июня 2018 г.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте  2018 çулхи пĕрремĕш смена уçăлнине халалланă хаваслă линейка иртрĕ. Лагерьте пурăнакан ачасене нумай функциллĕ «Çăлтăрсен ушкăнĕ» центрĕн тĕп директорĕ Александр Портнов, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алиса Иванова, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, «Чăваш Ен» фондăн президенчĕ Михаил Федотов саламларĕç.

Светлана Петрова «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерь ачалăх ирĕк тупнă вырăн талккăшĕ пулнине палăртрĕ. Кунта сӳрĕклĕх, чун-чĕм пушăлăхĕ, наци хирĕçӳлĕхĕ, политикăри тĕрлĕ шухăшлăх валли вырăн пулас çук. Сменăра туслăх, пĕр-пĕрне ăнланаслăх, юрату тата тимлĕх хуçаланмалла, чунри чи вăрттăн шухăш пуплеве тухса чĕрĕлмелле, кăмăлта вăрттăн пытанса пурăннă туйăм ирĕке тухмалла.

«Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте кăçал «Эпĕ нумай чĕлхе пĕлетĕп» профиль смени уçрăмăр. Ун программипе килĕшӳллĕн ачасем нумай нациллĕ Раççейĕн культурипе, халăхсен йăли-йĕркипе тата авалтан юлнă традицийĕпе паллашмалла. Профильте ачасене асра юлмалли уявсем, кăсăк ĕç-пуç, час-час аса илмелли пулăмсем, манăçми хаваслă самантсемпе тулли кунсем, туссемпе, интереслĕ çынсемпе ирттерекен хутшăнусем, асран тухми сехетсемпе минутсем кĕтеççĕ.

Смена ĕçĕсене хутшăнса кашни ача хăйĕн талантне, пултарулăхĕпе интересне кăтартма пултарĕ, ачалăхăн хавас тĕнчине кĕрĕ.

Профиль сменинче канакансем вĕсем – конкурспа тухнă 11 – 16 çулхи ачасем – чăваш тата акăлчан чĕлхисемпе ирттернĕ тĕнче, пĕтĕм Раççей, регион олимпиадисен тата ытти конкурсĕсен çĕнтерӳçисем. 

Ачасене Чăваш Республикин культурăпа искусствăра палăрнă çыннисен ăсталăх урокĕсем, çавра сĕтелсем, конференцисем кĕтеççĕ. Ачасем тата ăс-тăн çивĕчлĕхĕн вăййисенче, туризм квесчĕсенче пулса курĕç.

Михаил Федотов «Чăваш Ен» фонд хальхи вăхăтра «Тĕл пулма тунă утăм/Шаг навстречу» проекта пурнăçлассипе ĕçлет терĕ. Проект Раççей Федерацийĕн Президенчĕн граждан обществине çирĕплетес енĕпе ирттернĕ грантсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Гранта пурнăçа кĕртнĕ май «Чăваш Ен» фонд лагерь сменине пулăшу парса тăрĕ, мĕншĕн тесен канакан ачасенчен çурри йывăр лару-тăрура пурăнать. Аслăрах ачасем кĕçĕннисене шефа илĕç. Лагерь ертӳлĕхĕ ачасене музейсене, кинотеатрсене илсе кайса кăтартма, пултаруллă çынсемпе тĕл пулусем тума палăртнă. Вăхăта пĕр вырăнта ирттерме юратман ачасем туризм квестне хутшăнĕç.

Муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Алиса Иванова пухăннă çынсемпе ачасене виç чĕлхепе усă курса – вырăсла, чăвашла тата акăлчанла – саламларĕ те пурне те районăн музейĕсене, истори енчен паллă вырăнĕсене пырса курма йыхравларĕ.

Хаваслă линейка хыççăн отрядсем лагерь ачисемпе вожатăйĕсем  хатĕрленĕ концертра пулчĕç.

Сăн ÿкерчĕксене Етĕрне район сайтĕнчен илнĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика