Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Эп нумай чĕлхе пĕлекен» профиль смени хăйĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарать

08:06 20 июня 2018 г.

Республикăн тĕрлĕ лагерĕнче нумай конкурспа ытти мероприяти пулса иртет. Етĕрне районĕнче вырнаҫнă «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерĕн «Эп нумай чĕлхе пĕлекен» профиль смени («Туслăх» ушкăн) хăйĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарма хатĕр.

 Смена уҫăлнă хыҫҫăнах лагере сумлă хăнасем: паллă поэтессăсем Альбина Юратупа Нина Изедеркина, эстрада юрăҫи Андрей Кузнецов – килчĕç. Поэтессăсем хăйсен сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕҫ. Юрăҫă вара илемлĕ сассипе ачасене тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Тĕл пулу вĕҫĕнче "Туслăх" хĕрĕсемпе каччисем хăйсем те чăтса лараймарĕҫ – артистпа пĕрле юрласа ташларĕҫ.

Ҫавăн пекех лагерьте нумай чĕлхе пĕлекен Александр Блинов пулчĕ. Вăл ҫынна тĕрлĕ чĕлхе пĕлни мĕнле усă пани ҫинчен те, тĕнчере мĕнле чĕлхесемпе ытларах усă курни çинчен те кăсăк информаци нумай пĕлтерчĕ. Ачасем халĕ нумай чĕлхепе: "Эпĕ сана юрататăп", – теме ҫирĕппĕнех пултараççĕ.

Ташă ăсталăхне вĕрентекен Лидия Поповăна уйрăм тав сăмахĕ калатпăр. Виҫĕ сехет хушшинче икĕ ташă вĕрентме ĕлкĕрчĕ. Етĕрне районĕнче пурăннă май ку ен чăвашĕсен ташшине кăмăлпах ташларăмăр.

Хамăр алăпа вĕтĕ шăрҫаран сулă тума та вĕрентĕмĕр. Ачасенчен нумайăшĕ нихăҫан та ҫак ĕҫе тытса курман пулин те, ăсталăх сехетĕнче кашниех хăйне асăнмалăх парне тума пултарчĕ. Хĕрсемпе пĕрле ывăл ачасем те кăмăлпах ĕҫлерĕҫ.

Чăвашла, акăлчанла иртнĕ ăсталăх сехечĕсем пире малашнехи вĕренӳре питĕ усăллă пуласса эпир пĕлсех тăратпăр.

Ашшĕ-амăшĕн кунĕнче те эпир çынсене хамăрăн пултарулăхпа тĕлĕнтертĕмĕр. Акăлчанла, вырăсла юрă юрланине, сăвă каланине, чăваш ташшисене артистсенчен кая мар ташланине куракан пĕтĕм лагерь ачи-пăчи ура ҫине тăрсах алă ҫупрĕ.

Аркадий Айдак ячĕпе хисепленекен этнопарка кайни нумайлăха асра юлĕ. Ĕлĕкхи хресчен кил-ҫуртне курса питĕ тĕлĕнтĕмĕр. Экскурсовода ҫăвар карсах итлерĕмĕр. Етĕрне краеведени музейĕ те пире ҫав тери килĕшрĕ. Радиона интервью пама та питĕ кăмăллă пулчĕ.

Кĕҫех смена та вĕҫленет, анчах "Туслăх" профиль сменăра пулни нумайлăха (тен, яланлăхах) асра юласса шанатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика