Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш шкулĕн пуçламăш класĕнчи вĕрентекенсем тăван чĕлхене тухăçлă вĕрентесси çинчен калаçрĕç

14:01 24 августа 2018 г.

Педагогика ĕçченĕсен август конференцийĕн секцийĕсем хушшинче тăван чĕлхене вĕрентес ыйтупа çыхăннисем питĕ сумлă вырăнта тăраççĕ.  Ку вăл чĕлхен этем аталанăвĕнчи, пурнăçĕнчи, çынсен хутшăнăвĕнчи вырăнĕпе, пĕлтерĕшĕпе çыхăннă.

Кĕçнерникун, августăн 23-мĕшĕнче, пуçламăш шкул вĕрентĕвĕн ĕçченĕсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнче паянхи кун чăваш шкулĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явма пуçтарăнчĕç. Ларăва пуçламăш шкул ертÿçи Алевтина Рюриковна Федорова уçрĕ. Паянхи кун вырăс мар шкулсен пуçламăш ÿсĕмĕнче ĕçлекен учительсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Тамара Васильевна Артемьева меслетçĕ, кĕнекеçĕ тата унăн ĕçтешĕ Олег Иванович Печников модераторсем ертсе пынипе лару питех те тухăçлă ĕçлерĕ. Калаçу çак ыйтусем тавра çаврăнчĕ:

1)Тăван чĕлхене вĕрентес ĕç-хĕлĕн никĕсĕсем çинчен чăваш чĕлхи, литература вулавĕн вĕренÿ кĕнекисен авторĕ Тамара Васильевна Артемьева аса илтерчĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика принципĕсемпе уйрăм предмета вĕрентес принципсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнтарса пынисĕр пуçне, пуçламăш вĕренÿ уçлăхĕнче ачасен ÿт-пÿ аталанăвĕн, ача психологи тĕлĕшĕнчен еплерех аталаннине шута илсе ĕçлемелле. Тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ çинчен чи малтанах пуçламăш шкул учителĕн, тата унпа пĕрлех ытти предметсемпе ĕçлекен ĕçтешсен те асра тытмалла текен шухăшпа пурте килĕшрĕç.

2)Олег Иванович Печников ученăй-меслетçĕ пуçламăш шкул вĕрентĕвĕн çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсем 2009 çултанпа пур шкула та пысăк çĕнĕлĕхсем илсе килнине тепре каларĕ. Çав шутрах «Литература вулавĕ» предметăн ăшлăхне ачасене илемлĕх мелĕсемпе паллаштарас, литература терминĕсен пĕлтерĕшне уçса парас, тĕслĕхсемпе çирĕплетес методика материалĕ кĕнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче çак енĕпе чылай ĕç тунă. Мĕн пур вĕренÿ кĕнекине патшалăх стандарчĕсен ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн  çĕнетсе кăларнă. Ултă çул çурăри ачана, е тăхăр çулхи ачана литература вулавĕ кĕнекинчи хайлавсен вăрттăнлăхĕсене еплерех уçса памалла? Программăра хăш терминсене хăш класра уçса пама пăхнă? Çак ыйтусене Олег Иванович тепĕр хут тимлĕх уйăрчĕ.

3)Елчĕк районĕнчи Идутова Ирина Николаевна тата Маркова Людмила Николаевна аслă категориллĕ пусламăш шкул ĕçченĕсем ачасене тăван чĕлхене тата чăваш литературине кĕçĕн классенче кăсăкланса вĕренме майсем тумалли çинчен калаçрĕç. Нумай мелсем хушшинче ачасен олимпиада юхăмне хутшăнса хăйсен ăс-хакăлне тĕрĕслеме май пуррине палăртрĕç. Чăнласах та ку шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсем ăмăртса тенĕ пек шкулта, районта, республикăра ирттерекен ăç-хакăл ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăнаççĕ.

4)Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вăй хуракан Ильина Валентина Николаевна (вăл та аслă категориллĕ пуçламăш шкул вĕрентекенĕ) тăван чĕлхе техĕмне, туйăмне урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркеленĕ май аталантарасси çинчен каларĕ. Сăкăт шкулĕнче нумай çул хушши шкулти пĕчĕк театр ĕçлет. Пĕрремĕш класран пуçласа вăтам классене çитиех ачасем юмахсене, калавсене тĕрлĕ инсценировка калăпласа куракан умне кăлараççĕ. Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, хăйсене сцена çинче (çын умĕнче) тытма вĕрентесси, командăра ĕçлеме хăнăхтарасси -  тата ытти ыйтусене те татса парать çак ĕç. Кĕçен классенче пуçланă ĕç малалла вăтам классенгче те сÿнменни савăнтарать.

5)Элĕкри вăтам шкулăн директор çумĕпе ĕçлекен заместителĕ Чашкова Тамара Георгиевна çирĕм çул ытла тăван чĕлхене интерактивлă меслетсемпе, паянхи кун пурнăç ыйтакан цифрăллă вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курса вĕрентессине тимлет. Çавра сĕтелте те вăл шкулта усă куракан кĕнекесен электронлă формисем еплерех пулса тухасси çинчен каларĕ. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе кĕçех çак хатĕрсем кун çути курмалла.

Ăсчахсемпе меслетçĕсем, вĕрентекенсем пуçламăш шкулта математикăпа çут çанталăк урокĕсене ирттернĕ чух та вырăсла çырнă кĕнекесемпе усă курнă май вĕренÿ материалне тăван чĕлхепе ăнлантарса памаллине çирĕплетрĕç. Регион шайĕнче хушма вĕренÿ кĕнекисем кăлармаллине палăртрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика