Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хавхалану» фестивальте

16:07 30 октября 2018 г.

Юпа уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче  Шупашкарăн 62-мĕш шкулĕ пуçаврăвĕпе 9 çул маларах пуçланнă «Хавхалану» фестиваль 9-мĕш хут иртрĕ. Фестивале Раççейĕн паллă этнопедагогне Г.Н.Волков академика халалланă. Уява хутшăнкансен шутĕнче Чăваш Республикинче тата Раççейре ĕçлекен учительсемпе, шкул ачисем. пулчĕç. Пысăк уяв пухăва, пирвайхи хут, ача садне çÿрекенсем хутшăнчĕç.

Фестивальте конкурс 4 номинаципе иртрĕ –

1) «Г.Н.Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ» (16 коллектив),

2) «Г.Н.Волков хайлавĕсен чи лайăх иллюстрацийĕ» (124 ача),

3) патриотизм темине халалланă хайлавсен «Проза тата поэзи» номинацийĕ (115 ĕç),

4) «Г.Н.Волков хайлавĕсем çине таянса тунă чи  лайăх буктрейлер» (32 заявка).

Фестивалĕн юлашки кунĕнче пысăк концерт пулчĕ, çĕнтерÿçĕсене саламларĕç, дипломсемпе сертификатсем пачĕç.

Фестивале ирттерме Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнчен наци вĕренÿ центрĕн пуçлăхĕ И.В. Ядранская, центрăн чăваш чĕлхипе литератури методики лабораторийĕн ертÿçи В.И. Игнатьева тата ăслăлăх ĕçтешĕ Ю.М. Виноградов пулăшрĕç. Вĕсем 2019 çулта юбилей фестиваль тата чаплăрах пуласса, хутшăнакансен йышĕ тата та ÿсессе шанаççĕ.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чунтан саламлатпăр. Ăнăçу, татах та пысăк çитĕнусем сунатпăр.

Сертификатсемпе дипломсене илмен педагогсемпе ачасене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн центрне (216-мĕш пулĕм) пыма ыйтатпăр.

Пирĕн адрес: Шупашкар, М.Горький урамĕ, 5-мĕш çурт,

Телефон : (8352) 584644,

e-mail: chrio6@cap.ru .

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика