Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мускавра тăван сăмах − чăваш чĕлхи янăрать!

10:09 15 ноября 2018 г.

Тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те вĕрентекенсен Раççей шайĕнче иртекен ăста урок конкурса Чăваш Республикинчен иккĕн тухса кайрĕç.

Ку конкурс Раççейри вĕренÿ организацийĕсенчи тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те вĕрентекенсене пухать.

Ăста урок (конкурс) тĕллевĕсем:

– педагогикăра тата методикăра çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен творчествăллă ĕç опытне халăх çине кăларасси;

тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекен педагог профессийĕн хисепне тивĕçлĕ шая çĕклеме май туса парасси;

– ик чĕлхелĕх, тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕн концепцийĕ тата ФГОС стратегине тĕпе хурса ирттерекен урок формисемпе мелĕсене тухăçлăхне кăтартасси.

Ăста урок (конкурс) задачисем:

– ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарас енĕпе тунă çĕнĕлĕхсене тупса палăртасси;

–Раççей шайĕнчетăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те вĕрентекенсен  паха опыта сарасси.

         Ку конкурсăн куçăмсăр турне  пĕтĕм Раççейрен 500 çын ытла хутшăннă. Вĕсенчен  тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекенсене 30 учителе суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш номерлĕ шкулĕнче  вĕрентекенĕ – Александр Марсович Степанов.

Куçăмсăр турта  шкул ачисен пултарулăхне виçĕ номинацире тĕрĕсленĕ:  литература тăван чĕлхепе, çав шутрах вырăс чĕлхипе усă курас пултарулăх;  тăван чĕлхепе, çав шутрах вырăс чĕлхипе те юрăра усă курас ăсталăх; А.С. Пушкинăн урăх чĕлхепе куçарнă сăввисем.

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 12-мĕш шкулти 8 класс вĕренекенĕ Дарья Яковлева Александр Пушкинăн «Руслан тата Людмила» (Александр Алка куçарăвĕ) хайлавĕн сыпăкне пахмасăр илемлĕ вуласа куçăмлă тура тухнă. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Федераци  Пухăвĕн  наука, вĕренÿ тата культура комитечĕн сцени çинче чăваш сăмахĕ янăрĕ.   Дарья Яковлевăна конкурса хатĕрлекенсем − Çĕнĕ Шупашкар хулин 12-мĕш шкулĕнче ĕçлекен И.И. Конькова (чăваш чĕлхипе литератури учителĕ), Т.В. Якунина (вырăс чĕлхипе литератури учителĕ).

Дарья Яковлевăпа Александр Марсович Степанова ăнăçÿ сунатпăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика