Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадин çĕнтерÿçисене саламлатпăр

15:47 05 декабря 2018 г.

2018 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ   чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттерчĕç. Олимпиадăна Чăваш Республикин тата тулайăн вĕренÿ организацийĕсенче  5-7 классенче вĕренекен 921 ача хутшăнчĕ (вĕсенчен 132-шĕ республика тулашĕнчен – Пушкăрт тата Тутар республикисенчен тата Ульяновск облаçĕнчен).

Олимпиада икĕ номинаципе иртрĕ:

- чăваш шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн) – пурĕ 440 ача хутшăнчĕ;

- вырăс шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн) – олимпиада ĕçĕсене пурĕ 481 вĕренекен турĕ.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадин ыйтăвĕсене ачасен çурри (50%) ытла пайĕ аван хуравларĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Олимпиадăна пĕтĕмлетрĕ, хутшăнакансем патне сертификатсем çитерме палăртрĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене – дипломсемпе чыслĕç.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене саламлатпăр! Малашне те хастар пулма сĕнетпĕр.

 Асăрхаттарни:

Дипломсемпе сертификатсене конкурсантсем регистрациленнĕ чух кăтартнă электрон адресĕпе ярса пама палăртнă.

Хăш-пĕр конкурсант хăй çинчен туллин çырман пирки списокра тĕрĕс мар сведенисем пулма пултараççĕ, тĕрĕс информацие çак адреспа ярса пама ыйтатпăр: chrio6@mail.ru .

Хăвăра кирлĕ информаци курмарăр пулсан – пире е шăнкăравласа (89278434582 номерпа), е çÿлерех кăтарнă адреспа çырса пĕлтерĕр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика