Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçлĕ çул çÿрев

11:10 07 марта 2019 г.

2019 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем Патăрьел районĕнче пулчĕç.

Чи малтанах Ыхраçырми вăтам шкулĕнче этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин доценчĕсем А.С. Егоровăпа Н.Г. Иванова шкул администрацийĕпе, чăваш тата тутар чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕç, шкулта усă куракан тăван чĕлхепе литература вĕренÿ кĕнекисене тишкерчĕç. Г.Ш.  Тазетдинова 5 класра тутар чĕлхипе ирттернĕ урокпа урок тулашĕнчи ĕçе пăхнă хыççăн тăван чĕлхесене вĕретес енĕпе шкулта усă куракан паха опытпа ыттисене те паллаштарма кирлине пĕлтерчĕç, малалла ĕçлемелли çул-йĕре палăртрĕç. Регион аталану центрĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ А.С. Федеринчик аслă класра вĕренекен ачасемпе тĕл пулчĕ, нумай чĕлхе талккăшĕнче тăван чĕлхене вĕреннин пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ.

Ун хыççăн Патăрьел районĕнче чăваш тата тутар чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче «Нумай культура талккăшĕнче тăван чĕлхене вĕрентесси» семинара пуçтарăнчĕç. Анна Семёновнăпа Надежда Григорьевна тăван чĕлхепе литературăна танлаштарса-шайлаштарса вĕрентмелли мелсемпе тата ăслайсемпе паллаштарчĕç. Артем Сергеевич чăваш чĕлхине хăй мĕнле вĕренни пирки каласа пачĕ, ют чĕлхене вĕрентнĕ май мульфилмсен пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăчĕ, чăвашла куçарнă мультфильма кăтартрĕ.

Семинар вĕçĕнче институт ĕçченĕсем вĕрентекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, тăван чĕлхесене упраса хăварас ĕçре чăваш тата тутар чĕлхи вĕрентекенĕсен яваплăхĕ пысăк пулнине палăртрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика