Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канаш районĕн Энтрияль вăтам шкулĕ – ресурс центрĕ

17:45 12 марта 2019 г.

Пĕлтĕрхи юпа уйӑхӗнче республикӑри чылай шкула ресурс центрӗсем пулнине ӗнентерекен свидетельствӑсем панине пурте ас тӑватпӑр ӗнтӗ.

2019 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ҫав центрсенчен пӗринче, Канаш районĕн Энтрияль вăтам шкулĕнче, «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри йĕркелерĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ тата шкул директорĕ А.Г. Гурьев саламланă хыççăн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Канаш районĕн шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем – И.П. Федорова, Н.П. Сергеева, З.В. Петрова, А.Д. Осипова, В.М. Иванова, Л.А. Кузнецова – уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Тăхтав вăхăчĕ те ахаль иртмерĕ: ăсталăх саманчĕсенче И.Н. Васильева çăмата калăплас, О.М. Давыдовăпа О.Н. Гаврилова çекĕлпе çыхас, Н.Н. Афанасьева пукане ăсталас вăрттăнлăхсемпе, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

Ӑсталăх урокĕсем те ăнăçлă пулчĕç. В.Н. Вастерова ачасен критикăлла шухăшлавне аталантарма, Л.А. Петрова ăнлавсен ассоциаци çыхăнăвĕсене йĕркелеме хăнăхтарчĕç.

И.П. Федоровăпа О.А. Иванова ирттернӗ «Чăвашсем, чунпа пĕрлешер!» урок хыҫҫӑнхи ӗҫре Энтрияль шкулӗн вӗренекенӗсем вӗренме кӑна мар, юрлама-ташлама та ӑста пулнине кăтартса пачӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин ертӳҫи А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.

Стажировка Канаш районĕн Энтрияль вăтам шкулĕ пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли центр пулнине те, Канаш районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем ҫав тери маттуррине те ӗнентерсе пачӗ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика