alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хапăл туса йышăнакан Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕ ‒ пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстерекен ресурс центрĕ

10:56 18 апреля 2019 г.

2019 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта тăван (чăваш) чĕлхепе литературăна хальхи технологисемпе вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕрентĕвĕ кафедри йĕркелерĕ. Пĕлÿпе ăсталăха  ÿстерме Çĕнĕ Шупашкар хулинчи шкулсенчен пуçтарăннă  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене чи малтанах 40-мĕш шкул директор çумĕ  О.В. Сергеева саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Унтан А.М. Степанов 3-мĕш класра «Транспорт», И.А. Диарова 1-мĕш класра «Кăнтăрла. Шкулта» темăсемпе уçă уроксем, Р.А. Гаврилова, «Театр патĕнче хăнара» урок тулашĕнчи ĕç ирттерчĕç. Н.М. Николаева шкул  коридорĕн сăн-сăпатне чăвашлăх сĕмĕ  кĕртме тăрашса ĕçлени курăнчĕ.  

Уçă уроксем хыççăн курсантсем ăста уроксене пăхма пуçтарăнчĕç: А.М. Степанов «Петĕр Хусанкай пултарулăхне «Пултарулăх лаççи» технологипе усă курса вĕрентесси», Н.В. Филиппова («Язык для успеха» шкул вĕрентекенĕ) «Куçарусăр меслетлĕхĕн (беспереводной метод) тĕп принципĕсем» ăсталăх урокĕсем пачĕç.

Уçă тата ăста уроксем, класс тулашĕнчи ĕç хыççăн Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕрентÿ кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, уçă урокĕсем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика