alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне пуçлатпăр

15:56 28 августа 2019 г.

Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне ирттерет. Конкурса йеркелесе пыраканĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ.

Конкурс тĕллевĕсем: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем чăваш пулнине кăтартма, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшасси; яш ачасен хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарасси; шкул ачисен монолог тата диалог формипе чăвашла калаçас ăсталăхне туптасси;ачасен халăх умĕнче калаçас хăнăхăвне аталантарасси.

Конкурса Чăваш Республикинчи тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 7–8-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурса хутшăнмалли темăсем

Тăван çĕр-шыв («Чăваш ен – манăн тăван çĕр-шывăм», «Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм, ачаран сана эп саврăм», «Тавралăх илемĕ – пирĕн пуянлăх», «Ĕçчен те маттур эпир, чăвашсем», «Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ», «Халăх йăли-йĕрки – пурнăç йĕрки».

 Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм («Чăваш Республикин тĕп хули – Шупашкар», «Шупашкар хулин историйĕ», «Шупашкар хулин символики»,  «Шупашкарти паллă вырăнсем»).

«Театр – наци чунĕ» («Чăваш чунлă театр», «Мухтав сана, чăваш театрĕ», «Театр… Маншăн мĕн вăл?», «Юратнă спектакль», «Пултаруллă артист, режиссер», «Кăмăла çывăх сăнар», «Театр афиши», «Асамлăх чаршавĕ»).

Конкурсант çак темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйлать те сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа парать. Конкурсант сăмахĕ 5-7 минутран иртмелле мар. Кун хыççăн жюри ыйтăвĕсене хуравламалла.

Конкурс чăвашла иртет. Конкурса хутшăнакансен чăвашла анчах калаçмалла.

Ачасем пĕччен кăна хутшăнма пултараççĕ. Иккĕн е ушкăнпа хутшăнакансене шута илмеççĕ.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет:

1-МĔШ ТАПХĂР – муниципалитет тапхăрĕ – районта е хулара 2019 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртет.

2-МĔШ ТАПХĂР – республика шайĕнчи кĕретсĕр тапхăр (заочный этап)видеофайлсем пăхса тухни.

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта е хулара малти вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ: 7-мĕш класра вĕренекен 1 ача, 8-мĕш класра вĕренекен 1 ача.

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен:

7-мĕш класра вĕренекен 3 ача, 8-мĕш класра вĕренекен 3 ача.

3-МĔШ ТАПХĂР – республика шайĕнчи кĕрет тапхăр (очный этап) – 2019 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5 çурт) пулать. Хутшăнакансем 2-мĕш тапхăр çĕнтерÿçисем пулаççĕ, конкурса йĕркелекенсем вĕсене çырупа чĕнсе яраççĕ.

Конкурс çинчен информаци Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (www.chrio.cap.ru)  пулать.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш, 217-мĕш пÿлĕмсем (регион аталанăвĕн центрĕ).

Телефонсем8(8352) 459996, 8(8352) 584644.

E-mail: chrio6@cap.ru .

Тĕплĕнрех>>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика