alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Мерчен" ушкăн тав тăвать

11:48 30 августа 2019 г.

Эпир Шупашкар хулин "Бригантина" уйлăхĕнче ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуҫласа 29-мĕшĕччен "Эткер" сменăра кантăмăр. Пирĕн ушкăнра Чăваш, Тутар Республикинчен тата Чĕмпĕр облаҫĕнчен килнĕ ачасем пулчĕç. И.А. Диарова ертӳҫĕ пире тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Ушкăна "Мерчен" ят патăмăр.

Эпир, "Эткер" хастарĕсем, вунă кун хушши питĕ хаваслă пурăнтăмăр. Малтанах пĕр-пĕрне хамăр çинчен каласа кăтартрăмăр, «Бригантино» уйлăхне хамăр ушкăнпа паллаштартăмăр, юрă юрларăмăр.

Тепĕр кунхине ирхи хăнана, наци радиовĕн ĕҫченне, Владислав Московцева, кĕтсе илтĕмĕр. Вăл пире шăпах чăваш чĕлхине пĕлни пурнăҫра нумай усă пани çинчен каласа пачĕ. Влад Ҫеҫпĕл Мишши сăввисене вуласа пирĕн чĕресене тыткăнларĕ.

Юн кун пирĕн пата ташă ăсти Татьяна Мокеева килчĕ. Таня ташă ăсталăхĕпе паллаштарчĕ, хамăра та ташлама вĕрентрĕ. Çав кунах пире "Мерчен" ушкăна йышăнчĕç, галстук ҫыхса ячĕҫ, пире халалласа ташă каҫĕ иртрĕ.

Тепĕр кунхине Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Венедиктовна вĕтĕ шăрҫаран сулă тума вĕрентрĕ. Кăмăлпах чăваш тĕрриллĕ сулă ăсталарăмăр.

Эрне кун вара эпир Шупашкар хулине экскурсие ҫитсе килтĕмĕр. Чăваш тĕрри музейĕнче пулни, кивĕ Шупашкар вырăнĕпе паллашни пирĕн асăмра нумайлăха юлĕ.

Шăмат кун хуран кукли  пĕҫерсе ҫирĕмĕр.

Смена вăхăтĕнче Мария Шнайт иврит чĕлхипе паллаштарчĕ, ҫипрен сулă тума вĕрентрĕ. Мĕтри Тимин эсперанто чĕлхи ҫинчен кăсăклă каласа панă пирки хăш-пĕр сăмаха ас туса юлма та пултартăмăр. Чăвашлăхпа ҫыхăннă тĕрлĕ кино  пăхрăмăр, чăваш спектаклĕсем те курса килентĕмĕр.

Пире ытларах "Бригантина" уйлăхĕн вожатăйĕсем лартнă концерт, ташă каҫĕ, шарсем вĕҫтерни килĕшрĕ.

Шел пулин те, "Эткер" смена вĕҫленчĕ. Пĕр-пĕринпе куҫҫульленсех сыв пуллашрăмăр. Уйлăхри самантсем пирĕн асра нумайлăха, тен яланлăхах, асра юласса шанатпăр. Тепĕр ҫулччен, "Эткер"!

«Мерчен» ушкăнăн ачисем

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика