Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 2019 çулхи чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртрĕ

14:14 05 ноября 2019 г.

Ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Чăваш республикин вĕренÿ институчĕ  чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе регионсен интернет олимпиадине ирттерчĕç.

Олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕн вĕренÿ организацийĕсенче  5-6 классенче вĕренекен 948 ача хутшăнчĕ, вĕсенчен – 5-мĕш класра вĕренекен – 472 ача, 6-мĕш класра вĕренекен 476 ача. Кăçалхи олимпиада республика тулашĕнче вĕренекен  ачасен шучĕ нумай пулнипе палăрчĕ (100 ытла ача).

Пĕтĕмĕшле илсен, интернет олимпиадăна çулсерен Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Çĕрпÿ, Елчĕк, Муркаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсен  шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ.

Жюри хуравсене тимлĕ пăхса тухнă хыççăн çакна палăртрĕ: тест формипе панă ыйтусене ачасем ытларахăшĕ тĕрĕс хуравланă.

Йанăшсем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхине пĕлменнипе тата вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулаççĕ.

Акă Двадцать первого октября ожидается дождь со снегом предложенине Юпа уйăхĕн (октябрĕн) çирĕм пĕрмĕшĕнче çумăр çумалла тесе куçармалла. Пĕрре хисеп ячĕ умĕн теçетке, çĕр, пин ячĕсем тăнă чухне [р]сасă вăрăмланмасть: вун пĕрмĕшĕ, çĕр пĕрмĕшĕ.

Чăвашла текстра "Кибеч" ("б") çырмалла мар, мĕншĕн Кипеч сăмах – чăваш сăмахĕ.

Вырăссем Родные и близкие прощаются с покойным тенине чăвашла Тăванĕсемпе çывăх юлташĕсем вилнĕ çынна юлашки çула ăсатаççĕ тесе куçармалла. Сыв пуллашаççĕ тени – йăнăш: вилнĕ çын сывă пулаяс çук. Тупăк умĕнче калаçнă чухне те Сыв пул, хаклă çыннăм! теме юрамасть – Кÿренсе ан кай, хаклă çыннăм! темелле.

Нумайăшĕ ыхра шалĕ, кĕрепле шăлĕ сăмах майлашăвĕсен тĕп пайĕсене омонимсем тесе пăхнă. Сăмахĕ пĕрре çеç – шăл, анчах пĕлтерĕшĕсем кăна расна: шăл сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕсем палăраççĕ. Тĕрĕс хурав: тĕттĕм каç (каç – япала ячĕ), кĕпер урлă каç (каç – глагол).

6-мĕш класс ачисем авалхи хуласене пĕлни савăнтарчĕ. «Эпир – аптраман таврашсем» текст çырнă чух темăран тухса кайни е пачах темăпа çырманни курăнчĕ.  Ку темăна ăнланманнипе çыхăннă пулас.

Мĕн тумаллине тимлĕ вуламаннипе тунă йăнăшсем те нумай пулчĕç.

Компьютерсене чăваш шрифтне лартмаллах пулнă. Интернет уçлăхĕнче чăваш раскладки пур программа валли те тупма пулать.

Вĕрентекенсене хистесех калас килет: кашни ачана хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне (отчество), район е хула, шкул ятне вырăсла та, чăвашла та тĕрĕс çырма вĕрентмелле. Ку йăнăшсене çулсерен курса чуна ыраттарма пăрахасчĕ.

Ку мероприятие  хутшăннă пур ачана та, вĕрентекене те тав тăватпăр.  Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.

Конкурса хутшăнакансене сертификат  регистраци тухнă чух кăтартнă адреспа ярса параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене диплом парса чыслаççĕ. Дипломсем хатĕрри çинчен институт сайтĕнче хушма информаци пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика