Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Драматурги антологине кĕртме хăш хайлавсене сĕнесси паллă

09:29 06 декабря 2019 г.

Çĕр-шывăмăрта пурăнакан этноссен тĕрлĕ енлĕ пуянлăхне туллин кăтартас тĕллевпе «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» ярăмпа 2017 çулта поэзи антологийĕ тухнăччĕ, пĕлтĕр – ача-пăча литературин кăларăмĕ, кăçал – проза. Килес 2020 çулта вара Раççей халăхĕсен драматурги антологийĕ кун çути курмалла. Унта хăш хайлавсене кĕртессине Федерацин социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăна пичетлес енĕпе ĕçлекен редакци канашĕ татса парать.

Чăваш Республикишĕн ку тĕлĕшпе Вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев яваплă. Çавна май раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче институтăн ăслăлăх канашĕн пÿлĕмĕнче хăйне евĕрлĕ «сасăлав» иртрĕ. Пурĕ сакăр çын – филологи ǎслǎлǎхěсен докторě Ю.Н. Исаев, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтĕнчен филологи ǎслǎлǎхěсен докторě В.Г. Родионов, филологи ǎслǎлǎхěсен кандидачĕсем П.Я. Яковлев (Петĕр Яккусен) тата И.Ю. Кириллова, Чăваш патшалăх кĕнеке издательствин директорĕ С.А. Каликова, Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центр ертÿçи Г.П. Соловьева тата паллă режиссерсем В.Н. Яковлевпа В.Н. Оринов – малтанхи канашлура палăртнă 3 авторăн 5 пьесинчен виççĕшне суйларĕç. Федерацин социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăна пичетлес енĕпе ĕçлекен редакци канашне çапла майпа Раççей халăхĕсен драматурги антологине кĕртме чи нумай сасă пухнă виçĕ хайлава сĕнме йышăнчĕç: Борис Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырлине» (8 сасă), Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çарне» (7 сасă), Арсений Тарасовăн «Инçет телей çутине» (5 сасă).

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика