Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренекенсем пĕлĕвĕсене ӱстерчĕç

08:36 01 ноября 2019 г.

Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тӗп тӗллевӗ – 9 класс пӗтерекен ачан чӑваш чӗлхипе пухнӑ пӗлӗвне пӗтӗмӗшле аттестаци картӗнче хакласси. Экзаменра ачасен тӗрлӗ хӑнӑхӑвне тӗрӗслеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗрентекенсен ачасене изложенипе сочинени ҫырма та, чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсене хуравлама та вӗрентес пулать.

Çак тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшма 2019 ҫулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 28-31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри «Вĕренекенсене патшалăхăн чăваш чĕлхипе ирттерекен пĕтĕмлетӱ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ӱстересси» программӑпа вӗрентекенсен ӑсталӑхне ӳстерекен курс ирттерчӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли методикӑпа паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ фомӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.

Курса республикӑри чи пултаруллӑ 62 учитель пуҫтарӑнчĕ. Вĕсем ушкӑнпа та активлӑ ӗҫлерӗҫ, тӗрлӗрен тренингра та хастар пулчӗҫ.

Пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли курс пуриншӗн те усӑллӑ иртрӗ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика