08:09 25 февраля 2020 г.
2020 çулхи нарӑс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне тата Н.И. Ашмарин паллă тюрколог, чăваш чĕлхе ăслăлăхне хываканĕ ҫуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă «Н.И. Ашмарин тата шкул вĕрентĕвĕ» çавра сĕтел иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин вӗренӳ институчĕ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕ пĕрле ирттерчĕ.
Чăваш Республикин вӗренӳ институтне ăслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансем пуçтарăнчĕç.
Тухса калаçакансем хушшинче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчен Родионов Виталий Григорьевич (филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ), Лебедев Евгений Эдуардович (филологи енĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ), Семенова Ирина Петровна (филологи енĕн кĕçĕн ăслăлăх ĕçтешĕ) пулчĕç.
Вĕренÿ организацийĕсенчен Тихонова Людмила Анатольевна, (Красноармейски районĕн Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ), Николаева Галина Леонидовна, Алексеева Светлана Анатольевна (Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕсем), Сергеева Зоя Николаевна (Етĕрне районĕн Кивĕ Тинкеш шкулĕ), вĕрентекенĕ ̶ Михайлова Дарья Алексеевна (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ), Тобоева Светлана Ивановна (Етĕрне районĕн Урпаш вăтам шкулĕн Пушкăрт филиалĕ,) вĕренекенĕсем ̶ Яковлева Ангелина, Абдуллова Мадина (7-мĕш класс), Никитина Тамара Викторовна, (Етĕрне районĕн Пĕрçырлан шкул вĕрентекенĕ), Михайлова Зинаида Петровна, (Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ), Кудрявцева Любовь Васильевна, Кудрявцева Елена Людвиговна (Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин «Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕренӳ центрĕн» вĕрентекенĕсем) тухса калаçрĕç.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.Г. Тяпкин пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе саламларĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕн приказĕпе чăваш халăх культура пуянлăхне упрас, сарас тата аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн хисеп грамотипе Н.Г. Ивановăна (Чăваш республикин доценчĕ), С.И. Тобоевăна (Етĕрне районĕн Урпаш вăтам шкулĕн Пушкăрт филиалĕ) чысларĕ.
Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Ерагин Евгений Евстафьевич таврапĕлÿ енĕпе чылай çул ĕçленĕшĕн, тăван ен историне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса кĕнеке кăларнăшăн Васильева Людмила Михайловнăна (Тутаркасси вăтам шкул вĕрентекенĕ) Гурий Комиссаров медалĕпе наградăларĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ Исаев Юрий Николаевич, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Ерагин Евгений Евстафьевич çавра сĕтел тухăçлă иртнине палăртрĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии