Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ZOOM хушăм урлă хамăр та занятисем ирттеретпĕр, ыттисем ирттерекеннисене те çÿретпĕр

16:49 11 апреля 2020 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа кашн кун ZOOM хушăм урлă занятисем, семинарсем, консультацисем  ирттерчĕ. Кафедра ертÿçин ĕçĕсене  тăвакан Анна Егорова ертсе пынипе чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем ZOOM хушăмра уроксемпе урок тулашĕнчи  ĕçсене ирттерме вĕренчĕç, платформăри хăмапа усă курас хăнăхăва аталантарчĕç, ушкăнпа  ĕçлес уйрăмлăхсемпе паллашрĕç.

Семинарсенче  çавăнпекех  Якласс вĕренÿ ресурсне çырăнма, унта  ачасене çырăнтарма, унти материалпа усă курма хăнăхрĕç. Яклассра чăваш чĕлхипе хатĕр материал пулманран вĕрентекенсем хăйсем ресурсра çĕнĕ предмет йĕркелес, унта теори, тĕрлĕ хăнăхтарупа тест ыйтăвĕсем, ребуссемпе ÿкерчĕксем вырнаçтарас, хушма материала çыпăçтарас хăнăхăва алла илчĕç.

Çакна палăртмалла, семинарсемпе консультацисенче пĕлÿ пухнă вĕрентекенсем хăйсем те чăваш чĕлхипе литературине ZOOM хушăм урлă вĕренте пуçларĕç.

Интернет уçлăхĕнче уроксем ирттерме В.Ю. Андреев йĕркелесе пыракан «Вĕренÿ порталĕ» платформа (http://portal.shkul.su/) пысăк пулăшу парать. Платформăра вырнаçтарнă материала вара чăваш чĕлхипе литертатури вĕрентекенĕсем темăсене районсем тăрăх валеçсе илсе хатĕрлерĕç, хăйсен маттурлăхĕпе аптраманлăхне тепĕр хут кăтартса пачĕç.

ZOOM платформа ачасемпе кăсăк уроксем ирттерме кăна мар, вăхăта перекетлеме те пулăшать. Пĕр кунтах таçта çитме те, пĕр-пĕринчен аякра пурăнакансене пĕр çĕре пуçтарса куçа-куçăн калаçма та пулать. Акă ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Анна Семеновна Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Наталья Путякова, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Данилова, Аслă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Любовь  Адюкова ирттернĕ уроксенче те пулма ĕлкĕрчĕ, уроксем хыççăн республикăмăрпа республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе 14-16 сехетсенче эрнипех ирттерекен семинара та ертсе пычĕ.

Çапла вара, ZOOM платформа вĕренĕве тухăçлă та кăсăклă йĕркелеме май парать, вĕрентекенсене кăна мар, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне те килĕшет.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика