Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен тата воспитателĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕç

18:30 24 апреля 2020 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен тата воспитателĕсен черетлĕ конкурсне ирттерчĕ.

Конкурса Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен воспитательсем хутшăнчĕç.

Конкурсантсем жюрире пăхса тухма урок фрагменчĕн видеороликне, хăйсемех хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕсене, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе текстне тăратрĕç.

Жюри ĕçсене тимлĕ пăхса тухса хакларĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ.

Чăваш чĕлхипел итературине вĕрентекенсен тата воспитательсен конкурсĕн çĕнтерÿçи ятне Ильина Оксана Разиновна, Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ тивĕçлĕ пулчĕ.

Çĕнĕлле ĕçлекен педагог ятне Димитриева Алевтина Геннадьевна, Муркаш районĕн Ярапайкасси вăтам шкул вĕрентекен çĕнсе илчĕ.

Меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ ятне Андреева Надежда Николаевна,  Канаш районĕнУçырмари «Хěвел» ача сачĕн воспитателĕ йышăнчĕ.

Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕн чăваш чĕлхипе кăсăклантаракан чи лайăх воспитатель Солдатова Надежда Валерьяновна, Патăрьел районĕн «Сказка» ача сачĕн воспитателĕ пулчĕ.

 «Тăван чĕлхе управçи» ятарлă номинацийĕнче Плотникова Акулина Александровна,  Тутар Республикин Чистай районĕн «Анат Кăтрата ача сачĕн воспитателĕ палăрчĕ.

Мĕнпур конкурсанта, уйрăмах çĕнтерÿçĕсене, ăмăртура ăсталăх, пултарулăх, хастарлăх кăтартнăшăн тав тăватпăр, ĕçре ăнăçу, пурнăçра çирĕп сывлăх, пысăк телей сунатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика