10:13 28 мая 2020 г.
Нумай вăхăт хушши чирлесе выртнă хыççăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ (2001), Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2007), Раççей Президенчĕн (2008) тата Чăваш Республикин Президенчĕн (2010) гранчĕсен çĕнтерÿçи, Шупашкар хулин 50-мĕш шкулĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ аслă категориллĕ вĕрентекен, шкул учебникĕсемпе методика пособийĕсен авторĕ Мария Николаевна Печникова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Мария Николаевна 1961 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç районĕн Эйпеç ялĕнче çуралнă. Эйпеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ (1983).
Вăрнар районĕн Çĕрпел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури учителĕнче, Хирпуç пуçламăш шкулĕн заведующийĕнче, пуçламăш класс учителĕнче ĕçленĕ.
1989 çултан пуçласа Шупашкар хулин 50-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, уçă уроксемпе ăста уроксем ирттернĕ, республика шайĕнчи конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмне йĕркеленĕ. Хула шайĕнче ĕçлекен учительсен ассоциацийĕнче «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенчи ИКТ мелĕ» творчество лабораторийĕн ертÿçинче чылай çул тăрăшнă.
М.Н. Печникова вĕренÿпе методика тата дидактика пособийĕсен авторĕ. Унăн тĕп ĕçĕсем: «Чӑвашла калаҫма вӗренетпӗр: вырӑс чӗлхин 1-4 класӗ валли чӑваш чӗлхипе дидактика материалӗ» (2000), «Чăваш сăмахĕ: вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли (2000, 2008), «Чăваш чĕлхине вĕрентесси: 8-мĕш класс. Методика сĕнĕвĕ» (2005, 2010), «Чăваш чĕлхи: практикум» (2007), «Чăваш чĕлхи: справочник» (2011).
Марина Николаевна республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе тачă çыхăну тытнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентсен педагогика практикине ертсе пынă, Чăваш Республикин вĕренÿ институтне вĕренме килнĕ учительсене хайĕн опычĕпе паллаштарнă.
Тĕрлĕ шкулта ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕн ĕçченĕсем мăшăрĕпе, ывăлĕпе хĕрĕн çемйисемпе, тăванĕ-хурăнташĕпе пĕрле хурланнине пĕлтереççĕ.
Мария Николаевна ырă сăнарĕ пирĕн асра юлĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии