08:26 19 ноября 2020 г.
2020 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине вӗрентӳпе методика енчен тивӗҫтересси» программăпа хăйсен квалификацине ÿстерекенсен стажировки иртрĕ.
Этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва Чăваш, Тутар Республикисенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 35 çын хутшăнчĕ.
Стажировкăна вĕренÿ пособийĕсен авторĕсем хастар хутшăнчĕç. Шупашкар районĕн Кăшавăш шкулĕн вĕрентекенĕ Е.А. Майков (чăваш чĕлхиллĕ шкулта 8-9 классенче литература вĕрентмелли кĕнекесен авторĕсенчен пĕри) тата Йĕпреç поселокĕн 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ А.А. Ядрицова (вырăс чĕлхиллĕ шкулта 5-9-мĕш классенче литература вĕрентмелли кĕнекесен авторĕсенчен пĕри) чăваш сăмахлăхне шкулта вĕрентес вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç.
Хĕрлĕ Чутай районĕн Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕ С.В. Храмова «Чĕнÿллĕ предложенисем» урок ирттерчĕ. Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче вăй хуракан И.В. Матьянова «Çăкăртан асли çук» видеоурокпа паллаштарчĕ.
Патăрьел районĕн Сăкăт тата Туçи шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.П. Яковлевăпа Н.К. Кудряшова ертсе пынипе вĕрентекенсем тĕрлĕ программăпа усă курса (PowerPoint, InShot) видеороликсемпе видеосаламсем ăсталама вĕренчĕç.
Елчĕк районĕн Аслă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Л.Г. Адюкова ZOOM хушăм урлă ашшĕ-амăшсен пухăвне ирттернин паха опычĕпе паллаштарчĕ, ашшĕ-амăшĕпе тачă ĕçленин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.
Стажировкăна пухăннисем пултаруллă ĕçлекен учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Ăста урокĕсем ирттернĕ вĕрентекенсене чĕререн тав тăватпăр, малалла та хастар ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии