Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă çавра сĕтел ăнăçлă иртрĕ

13:15 28 марта 2021 г.

2021 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Наци библиотекипе пĕрле «Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ: вĕрентÿ ыйтăвĕсем» çавра сĕтел ирттерчĕ. Ăна çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă.

Çавра сĕтеле Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова тата Наци библиотекин чӑваш наци литературипе библиографи пайӗн пуçлăхĕ Галина Соловьева ертсе пычĕç.

Ĕçлĕ калаçура чăваш çырулăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Çĕнĕ çырулăхăн пуçламăш утăмĕсем çинчен Вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх ĕçтешĕ Юрий Виноградов каласа пачĕ. И.Я. Яковлев еткерлĕхĕ хальхи букварьсенче мĕнлерех палăрнине Вĕренӳ институчĕн педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ центрĕн доценчĕ, хальхи букварьсен авторĕ Тамара Артемьева уçса пачĕ. Чăваш букварĕсем пирки пуçланă калаçăва Вĕренÿ институчĕн библиотекарĕ Ирина Яковлева малалла тăсрĕ. Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Зинаида Михайлова И. Яковлев хайлавĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕ. Библиотекăн чӑваш наци литературипе библиографи пайӗн пуçлăхĕ Галина Соловьева чăваш çырулăхне халалланă электрон ресурссемпе паллаштарчĕ.

Чӑваш ҫырулӑхӗн аталану ҫул-йӗрне Н. Петров профессор чылай тӗпченӗ, ун çинчен Красноармейски тăрăхĕн вĕрентекенĕсем Людмила Тихоновăпа Светлана Петрова каласа пачĕç.

Евгений Майков, Шупашкар районӗн Кăшавăш вӑтам шкулӗн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, чӑваш панграммине тăвас ыйтăва хускатрĕ.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май вĕрентекенсем çĕнĕ чăваш çырулăхне халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттерме, çавра сĕтелте илнĕ информацие шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ патне çитерме калаçса татăлчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика