15:36 21 апреля 2021 г.
2021 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ (Стерлитамак) филиалĕн тутар тата чăваш филологийĕн кафедрипе пĕрле «Чӑваш чĕлхипе литературине çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе вӗрентесси» семинар ирттерчĕ.
ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ семинара Пушкăрт Республикин шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата пуçламăш шкулта чăвашла вĕрентессин уйрăмлăхĕсемпе Вĕренÿ институчĕн педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ кафедрин доценчĕ Тамара Артемьева паллаштарчĕ.
Тĕп шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмелли çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем çинчен, вĕсемпе ĕçлессин уйрăмлăхĕсем пирки этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова каласа пачĕ. Тĕп шкулта чăваш литературине вĕрентессин уйрăмлăхĕсемпе этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Надежда Иванова паллаштарчĕ.
Пушкăрт Республикинчи шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентнин лару-тăрăвĕ çинчен Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ (Стерлитамак) филиалĕн тутар тата чăваш филологийĕ кафедрин доценчĕ Лариса Коротаева пĕлтерчĕ. Ĕçлĕ калаçăва вĕрентекенсем хăйсем те хастар хутшăнчĕç: Федоровка районĕн Ашкатар шкулĕн директорĕ Сергей Вальщиковпа çав шкултах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Вальщикова, Кармаскалă районĕн Йăмран шкулĕн вĕрентекенĕ Татьяна Николаева тухса калаçрĕç.
Семинар вĕçĕнче институт ĕçченĕсем вĕрентекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, тăван чĕлхене упраса хăварас ĕçре чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен яваплăхĕ пысăк пулнине палăртрĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии