10:15 28 апреля 2021 г.
2021 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи иртрĕ. Пултарулăх лаççине 55 çынхутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем.
Ĕçлĕ калаçăва этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова йĕркелесе пычĕ. Лариса Петровăпа Светлана Степанова, Элĕк районĕн Тавăтри «Колосок» ача сачĕн воспитателĕсем, «Суджок терапипе усă курса ачасен калаçăвн еаталантарасси» темăпа, вĕсен ĕçтешĕ Алина Комиссарова «Шкул çулне çитмен ачасемпе тăван ен культурине вĕреннĕ чухне логика вăййисемпе тата задачисемпе усă курасси» темăпа тухса калаçрĕç. Марина Леонтьева, Элĕк районĕн «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ, «ТРИЗ технологийĕпе усă курса ачасен пуплевне аталантарасси» ăсталăх урокĕ кăтартрĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май вăйăсемпе усă курни çинчен Наталия Кузнецова, Шупашкар хулин 116-мĕш ача сачĕн воспитателĕ, тата Марина Иванова, Шупашкар хулин 122-мĕш ача сачĕн воспитателĕ, Любовь Афанасьева, Шупашкар хулин 178-мĕш ача сачĕн воспитателĕ, ăсталăх урокĕсем кăтартрĕç. Шупашкар хулин 50-мĕш ача сачĕн воспитателĕсем Галина Плешковăпа Наталия Ерофеева, «Алă пултарулăхĕпе усă курса тăван чĕлхене юратма хăнăхтарни» çинчен каласа пачĕç. Муркаш районĕн «Золушка» ача сачĕн Анжела Данилова воспитателĕпе Вера Макарова музыка ертӳҫи чăваш юррисемпе вăййисем урлă тăван чĕлхене вĕрентнин опычĕпе паллаштарчĕç. Вера Кудряшова, Елчĕк районĕн Çĕнĕ Курнавăш шкулĕн воспитателĕ, «Саппун çинчи юмах» ăсталăх урокне кăтартрĕ.
«Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи пуриншĕн те кăсăклă та усăллă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии