13:01 01 июня 2021 г.
2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2021» акци иртрĕ. Диктанта тĕрлĕ майпа çырчĕç.
Хăйсем пурăнакан вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 95.5 FM, 105.0 FM тата 72.41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче тÿрĕ эфирта итлерĕç, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче панă ссылкăпа çырма пултарчĕç. Константин Доброхотов блогер вуланине Инстаграм хутшăну тетелĕнче пăхса-итлесе çырчĕç.
Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекинче, пурăнакан вырăнта вырнаçнă шкулсенче çырчĕç.
Диктант çырнин пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвне (БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии » Новости » Пĕтĕм чăваш диктант çырчĕ (cap.ru)) ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, иккĕмĕш пĕтĕмлетĕвне çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче (БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии » Новости » «Пĕтĕм чăваш диктантне» çырнисен шучĕ ÿссех пырать (cap.ru) турăмăр.
Паянхи куна «Пĕтĕм чăваш диктантне» пурĕ 9006 çын хутшăннине палăртрăмăр.
Диктант çырнисене те, ăна йĕркелеме хутшăннисене те чĕререн тав тăватпăр, тăван чĕлхемĕрпе тăван культурăна упраса аталантарма малашне те хастар хутшăнасса шанатпăр.
Акцие хутшăннисене сертификат парса чысларăмăр. Вĕсене хулари тата районти вĕренÿ пайĕсене ярса патăмăр, онлайн çырнисем вара электрон почтăпа илчĕç. Шел пулин те, хăш-пĕр вĕренÿ пайĕ сертификата диктант çырнисем патне çитереймен пулас. Сертификата çак ссылкăпа уçласа илме пулать: https://cloud.mail.ru/public/rDtc/7kBZ1thKw
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» результачĕсем (Результаты тотального диктанта по чувашскому языку – 2021)
«Пĕтĕм чăваш диктантне» хутшăнса «5» илнисен списокĕ (Список участников, написавших диктант по чувашскому языку на «отлично»)
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии