Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш наци конгресĕн 11-мĕш аслă пухăвĕ иртрĕ

08:00 25 октября 2021 г.

2021 çулхи юпан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Пухура конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак пачĕç, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртрĕç.

Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ. Чӑвашлӑхшӑн чунне парса тӑрӑшакансене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗ.

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов конгресӑн 2017-2021 ҫулсенчи ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Докладра вӑл ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Сӑмахран, шкулсенче чӑваш чӗлхи сехечӗсен шучӗ чакни çинчен, ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтарманни пирки пӑшӑрханса каларӗ.

Ҫавӑн пекех ытти регионсенчен килнĕ делегатсем те тухса калаҫса хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшӗпе еплерех ӗҫленине каласа пачӗҫ, конгресс ӗҫне хак пачӗҫ.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнтĕнчен Пухăва институт ректорĕ Юрий Исаев тата чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ерÿçин ĕçĕсене тăвакан Анна Егорова хутшăнчĕç. Юрий Николаевич чӑваш чӗлхине вӗрентессипе республикӑра мӗнле ӗҫленине тишкерчӗ, делегатсем хускатнă ыйтусем çине хуравларĕ.

Аслӑ Пухура малалла конгреса ертсе пыма президента суйларӗҫ. Яваплӑран та яваплӑ ĕçе  туса пыма Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Пӗрремӗш вице-президент пулма регионсем хушшинче ӗҫлекен организацие 8 ҫул тивӗҫлӗ шайра ертсе пынӑ Николай Угаслова ҫирӗплетрӗҫ.

Чӑваш наци конгресӗ малалла та хастар ĕçлессе шанатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика