Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Семинарта вĕрентĕмĕр, чăрăш тавра юрласа-ташласа савăнтăмăр

18:06 24 декабря 2021 г.

2021 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕнче «Урок тулашĕнчи ĕçе ашшĕ-амăшне мĕнле явăçтармалла?» семинар ирттерчĕ.

Семинара пынисене чи малтанах Чăваш Республикинче ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕн директорĕ Луиза Григорьева саламларĕç.

Малалла семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ертсе пычĕ. Чăваш чĕлхине упрас, аталантарас енĕпе класс ертÿçи ашшĕ-амăшĕпе ĕçленин опычĕпе Елчĕк районĕн Аслă Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Любовь Адюкова паллаштарчĕ, ашшĕ-амăшне тĕрлĕ конкурса явăçтарасси çинчен, «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх çемье» конкурса мĕнлерех ирттерни пирки Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Петрова каласа пачĕ.

Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Нина Егорова чăрăш теттине алăпа ăсталама, ăна чăваш тĕррипе илемлетме вĕрентрĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем «Чăваш арчи» проект урлă ачасене чăваш чĕлхипе мĕнлерех кăсăклантарнине кăтартса пачĕç.

Семинар хыççăн 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Диарова ертсе пынипе чăрăш тавра уяв иртрĕ. 2-мĕш класс ачисем Хĕл мучипе, Юр пикепе, Яка пикепе пĕрле чăваш юррисем юрларĕç, чăвашла сăвăсем каларĕç, ташларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Уява Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕ çумĕнчи «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Надежда Кондукторовăпа унта çÿрекен ачасем те илемлетрĕç.

Çĕнĕ çул умĕнхи семинар пуриншĕн те усăллă пулчĕ, чăрăш тавра чăвашла ирттернĕ уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика