alt=

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хунав» фестиваль çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

14:38 16 мая 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасен «Хунав» фестивальне ирттерчĕ.

Конкурс тĕллевĕ ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш пуплевĕн илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентесси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.

Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркелесе пычĕ.

Фестивалĕн республика тапхăрне 23 муниципалитетран «Илемлĕ – чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисемпе пурĕ 74 видеосюжет килчĕ.

Кунашкал фестивале шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен ачисем хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасем чăваш сассисене çăмăллăн калама пултарни, текста аван пĕлни савăнтарать.

«Асамлă юмах тĕнчине» хутшанакансем ак чăн-чăн артист пек выляма тăрăшаççĕ. Хăшĕ-пĕрин талант пурри куç кĕрет сисĕнет: ролĕн шухăш-кăмăлне ăнланаççĕ, ăна хăйсем епле курнă пек кăтартма тăрăшаççĕ. Çак енчен пăхсан ача сачĕн ăс паруçисем маттур ĕçленĕ. Чăнах та, чылай спектакльте ачасемпе пĕрле воспитательсем хăйсем те выляççĕ. Жюри членĕсене ачасем юмах персонажĕсемсĕр пуçне ертÿçĕ рольне выляни савăнтарчĕ. Çак лайăх ене, пирĕн шухăшпа, малашне тата та аталантармалла. Пултаруллисене куç умĕнчен шкулта та вĕçертмелле мар. Эстафета шкула куçма тивĕç.

Ача сачĕсем пысăк тимлĕх персонажсене тивĕçлĕ тум тумлантарасси, вырăнлă декораци тăвасси çине уйăрнă. Ку ‒ ертÿçĕсемпе воспитательсем ответлăха туйса ĕçленине пĕлтерет. Питĕ аван.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене дипломсемпе чыслĕç, фестивале хутшăннă ачасене сертификат парса хавхалантарĕç.

Фестивале хутшăннă ача сачĕсене пурне те тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ятарлă салам калатпăр. Ĕçĕр малашне те ăнса пытăр!    

Дипломсене Вĕрнÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн центрне (Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5 çурт, 217 пÿлĕм) кĕрсе илме ыйтатпăр. Сертификатсене заявкăра кăтартнă адреспа çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен ярса пама йышăннă.

Оргкомитетăн çыхăну мелĕсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio6@cap.ru .

Телефон: 8(8352)45-99-96.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика