Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ

18:04 27 апреля 2018 г.

Паян, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕн центрĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивале ирттерчĕ.  

Фестивалĕн республика тапхăрне районта/хулара малти вырăна тухнă ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 400 ачана яхăн тупăшрĕç.

Кăçал фестиваль Шупашкар хулин 2-мĕш пуçламăш шкулĕнче иртрĕ. Тупăшăва хутшăнакансене вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Алевтина Димитриева, «Эревет» пултарулăх ушканĕ (ертÿçи – Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов), «Кăмăл» çемье ушкăнĕ (ертÿçи – Дина Кудряшова) саламларĕç.

Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Альбина Юрату, халăх артистки Лидия Попова, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов, паллă юрăç Тамара Ишмуратова, Чăваш Республикин ташă искусстви федерацийĕн ертÿçи Екатерина Петрова, ЧППУ доценчĕ Николай Осипов, культура институчĕн преподавателĕ Григорий Салюков, паллă технолог, технологипе коммерци техникумĕн преподавателĕ Анастасия Старостина. 

Жюри членĕсем ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç>>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика