alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Наци вĕренĕвĕ» баннер пуянланчĕ

13:49 11 сентября 2018 г.

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕн центрĕ «Чăвашла уяв янратăр» конкурсра çĕнтернĕ сценарисемпе вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем анлă усă курма пултарччăр тесе тăрăшса ĕçлет. Чи лайăх сценарисем «Халăх шкулĕ» журналта пичетленсе пыраççĕ. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен ĕçĕсемпе Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн сайтĕнчи «Наци вĕренĕвĕ» баннерта «Ĕç опычĕпе паллаштарни» пайра паллашма пулать. Юлашки  вăхăтра унта çак ĕçсене вырнаçтарнă:

  1. Хĕл мучипе Юр пике патĕнче хăнара. Çĕнĕ çул уявĕн сценарийĕ. Авторĕсем: Л.Г. Васильева, Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  пуçламăш классене вĕрентекен; Т.В. Григорьева, Çĕрпÿ районĕнчи  Кукшакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
  2. Çĕнĕ çул. Çĕнĕ çул уявĕн сценарийĕ. Авторĕ – Л.П. Григорьева,  Канаш районĕнчи Вăтапуçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
  3. Анне пурри – пуриншĕн те телей. Професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли  уяв сценарийĕ. Авторĕ – В.И. Егорова, Шупашкарти транспортпа стройка технологийĕсен техникумĕн воспитателĕ.
  4. Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв? Класс тулашĕнче ирттермелли  мероприятин сценарийĕ.  Авторĕ – В.М. Иванова, Канаш районĕнчи  Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тěп шкулта   чăваш чĕлхипе  литератури вĕрентекен.
  5. Çуралнă кунпа сана, юратнă шкулăм! Авторĕ – Э.Н. Кириллова, Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен
  6. Урам вăййисем. Ача сачĕсенче, пуçламăш классенче ирттермелли уяв сценарийĕ. Авторĕ – А. Г. Комиссарова,  Элĕк районĕнчи  Тавăтри 3-мĕш номерлĕ «Пучах» ача сачĕн воспитателĕ.
  7. Хыпарҫă ула такка. Аслă тата шкулчченхи ушкăнсенчи  ачасемпе ирттермелли музыкăпа литература композицийӗ. Авторĕсем: В.С. Макарова, Муркаш районӗнчи  Москакассинчи «Колокольчик» ача-сачӗн  музыка ертӳҫи;   Н.Ю.  Грачева,   Муркаш районӗнчи  Москакассинчи «Колокольчик» ача-сачӗн  воспитателĕ.

Наци вĕренĕвĕн центрĕ пултаруллă вĕрентекенсен ĕç опытне тишкерсе пĕтĕмлетес, чи лайăххисене пур вĕренÿ организацийĕнче те усă курма майсем туса парас енпе малалла та ĕçлет, вĕрентекенсенчен   кăсăклă, хăй евĕрлĕ ĕçсем кĕтет.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика