Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçлĕ калаçу

08:25 17 октября 2018 г.

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Наци вĕренĕвĕн  центрĕн ĕçтешĕсем Инесса Владимировна ЯдранскаяВалентина Ивановна Игнатьева тата Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Алена Андреевна Ядрицова Чăваш наци радиовĕнче Олег Иванович Прокопьев ертсе пыракан  «Çĕр сум» ятлă передачăна хутшăнчĕç. Передача тÿрĕ эфирта иртрĕ.

Калаçу тăван чĕлхепе литературăна шкулсенче вĕрентес  ĕç тавра йĕркеленчĕ. Мĕнле çĕнĕлĕхсем пур çак ĕçре? Тăван чĕлхепе литературăна хальхи вăхăтра тухăçлă вĕрентмешкĕн мĕнле хатĕрсем, майсем пур? Ытларах çак ыйтусем кăсăклантарчĕç передача ертÿçине. Наци вĕренĕвĕн центрĕн ĕçтешĕсем тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри  çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕç, вĕсем мĕнпе çыхăннине палăртрĕç. Алёна Андреевна хăй ĕçлекен шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕç еплерех пулса пыни çинче чарăнса тăчĕ,  ĕçе тухăçлă йĕркелес тесен ачасен ашшĕ-амăшĕпе  тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Олег Иванович калаçăвăн теми питех те çивĕч пулнине, çитес вăхăтрах ку темăпа татах та тĕл пулса калаçас шухăша палăртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика