Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалласа пысăк уяв иртрĕ

10:45 22 октября 2018 г.

Чăваш Республикин наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ, паллă чĕлхеçĕ, литературăпа ÿнер тĕпчевçи, обществăпа политика ĕçченĕ Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалласа пысăк уяв пулчĕ. 2018 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» çавра сĕтел тата савăнăçлă тĕлпулу иртрĕ. Унта ăсчахсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, библиотекарьсем, обществăлла организацисен пайташĕсем, хаçат-журнал, радиопа телекурав ертÿçисемпе журналисчĕсем пухăнчĕç. Халăх Атнер Петровича хисепленине, юратнине Наци библиотекин лару залĕ лăк тулли пулни уçăмлăнах кăтартса пачĕ.

Уяв каçне Етĕрне районĕн Пушкăрт ялĕнчи шкул ачисем (ертÿçи - С.И. Тобоева вĕрентекен) "Туслăх кăшăлĕ" ташăпа уçрĕç. Ташă хыççăн Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Общество палати председателĕн пĕрремĕш çумĕ Анатолий Ильич Ухтияров тата Чăваш наци конгресĕ президиумĕн пайташĕ Николай Егорович Лукиянов салам сăмахĕпе çитрĕç. Вĕсем Атнер Петровичăн пурнăçĕпе тата унăн республикăн обществăпа политика пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Саламлама тухнă хăнасем хисеплĕ ăсчахăмăра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав хутне парса чысларĕç тата чаплă чăваш кĕпи тăхăнтарчĕç.

Малалла Атнер Петрович уявне пуçтарăннă çынсем ӑслӑлӑх доклачӗсем итлерĕç. «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» çавра сӗтел ĕçне Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Петрович Хусанкай, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин профессорĕ Юрий Михайлович Артемьев, Раççей ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕ институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Николаевич Барулин, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕНиколай Иванович Егоров, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ Геннадий Емельянович Корнилов,Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ӳнер пĕлĕвĕ енĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ Антонина Ильинична Мордвинова, Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Борис Борисович Чиндыков, литература тĕпчевçи Юрий Васильевич Яковлев хутшăнчĕç. Чăваш филологийĕн иртни, хальхи, пуласси пирки хĕрÿ калаçу пулчĕ. Тĕрлĕ шухăш каларĕç ăсчахсем, анчах та хальлĕхе чăваш чĕлхипе литературин, вĕсене тĕпчекен филологи ăслăлăхĕн пуласлăхĕ пурри нумайăшне иккĕлентермерĕ. Çавра сĕтелте каланă шухăшсене пĕтĕмлетсе çакăн пек калама пулать: «Чăваш халăхĕн Атнер Петрович пек ывăлсем пур чухне филологин те, ăслăлăхăн ытти енĕсен те пуласлăх пур».

Ăслăлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явнă хыççăн савăнăçлă тĕлпулу хăйĕн ĕçне пуçларĕ. Хисеплĕ, юратнă вĕрентекенне саламлама республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен паянхи вĕрентекенсем, Атнер Петрович вĕренекенĕсем килсе çитрĕç. Вăрмар, Вăрнар, Елчĕк, Етĕрне, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар тата ытти районсенчен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пысăк делегацисем килчĕç. Пурте кучченеçсемпе, ташă-юрă, сăвă-кĕвĕ саламĕсемпе килсе çитнĕрен уявăн иккĕмĕш пайĕ чăн-чăн поэзипе юрă-ташă каçĕ, концерт пулса тăчĕ.

Чыслав пайĕнче Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Лукиянович Никифоров, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директор çумĕ Геннадий Алексеевич Николаев,  Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн президенчĕ Ерагин Евгений Евстафьевич, Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн правлени председателĕн çумĕ Марина Федоровна Карягина, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Владимир Васильевич Степанов, „Сăвар” хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Анатольевич Малышев, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн доценчĕ Николай Николаевич Осипов, студентсемпе пĕрле килнĕскер, сӑмах илчĕç. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн тĕнчери çĕршывсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Николай Григорьевич Кондрашкин ÿнерçĕ А.П. Хусанкая чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн Аттила ячĕллĕ медаль парса чысларĕ.

Атнер Петрович амăшĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина савăнăçлă тĕлпулăва хутшăнни чăн-чăн уяв пулчĕ. Вăл мăшăрĕн, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкайăн, хайлавĕсенчи сыпăксене хăй анчах пултарнă пек хавхаланса каласа парса ывăлĕн уявне илем кÿчĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ уяв тĕлне А.П. Хусанкай ĕçĕсемпе тата ун пирки çырнă ĕçсемпе паллаштаракан биобиблиографи кăтартмăшĕ пичетлесе кăларчĕ.

Çавра сĕтелпе савăнăçлă уява Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн секретарĕ, Чăваш Республикин наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ертсе пыракан библиотекарĕ Ольга Тимофеева йĕркелесе пычĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Первоисточник: Чувашский государственный институт гуманитарных наук

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика