alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкар хулин 1-мĕш вăтам шкулӗ – чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ресурс центрĕ

16:02 02 ноября 2018 г.

2018 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкар хулин 1-мĕш вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси»стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.

И.ИПрокопьева (Шупашкар хулин 1-мĕш шкул вĕрентекенĕ) «Ют чĕлхесене информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усӑ курса вӗрентесси» Е.А. Николаевăпа С.Н. Димитриева (Шупашкар хулин 1-мĕш шкул вĕрентекенĕсем)«Ют чĕлхе вĕрентĕвĕнче критикăлла» шухăшлава аталантарас технологи мелĕсемпе усӑ курасси», Н.В. Дашковӑпа Т.В. Ильина (Шупашкар хулин 1-мĕш шкул вĕрентекенĕсем) «Пĕрле ĕçлесе вĕренес технологи мелĕсем», С.Г. Ефимова (Шупашкар хулин 1-мĕш шкул вĕрентекенĕ) «Тăван (чăваш) чĕлхи урокĕсенче Сингапур технологин ăслайĕсемпе усӑ курасси» ăста урокӗсем ирттерчĕç. Г.В. Иванова, Н.В. Алексеева, З.И. Андреева (Канаш  хулин 3-мĕш шкул вĕрентекенĕсем) «MIMIOинтерактивлă приставкăпа ĕçлемелли çул-йĕр» темăпа калаçса уроксем валли хăнăхтарусем хатĕрлес, MIMIO галерейипе усă курса урока проектлас çул-йĕре кăтартса пачĕç, MIMIO интерактивлă приставкăн инструменчĕсемпе усă курса çĕнĕ сăмахсене активлă словаре кĕртмелли, çыхăннуллă калав йӗркелемелли, кун ячĕсене вĕрентмелли, 10 таран шутламалли, чăваш чĕлхинчи сасăсене, предложенисене вĕрентмелли майсене кăтартса пачĕç.

А.В. Блинов («Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхе шкулĕн коммерци директорĕ, Шупашкар хулин 1-мĕш шкул вĕрентекенĕ) вырăсшкулĕн1, 2, 3-мĕш класĕсем валли хатĕрленĕ «Кала-ха» вĕренÿ кĕнекинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем валли усă курма Интернет уçлăха (kalaha.cv-haval.org) вырнаçтарнă материалсемпе ĕçлемелли çул-йĕре кăтартĕ.

Ăста уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç. Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика